Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районне республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ҫитсе унти клубсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ. Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсене методика пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермешкӗн Культура министерствин специалисчӗсем ҫулсеренех ятарлӑ графикпа килӗшỹллӗн районсене тухса ҫỹреҫҫӗ иккен.
Татьяна Казакова ертсе пыракан ӗҫ ушкӑнӗ районти культура ҫурчӗсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ май ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе, клубсен, вулавӑшсен, архив, централизациленӗ бухгалтери ӗҫченӗсемпе тӗл пулни пирки асӑннӑ район хаҫачӗ хыпарлать. Сӑмах кӑҫал Раҫҫейре иртекен Культура ҫулталӑкне халалласа пурнӑҫламалли мероприятисем пирки пынӑ, культура ӗҫченӗсен шалӑвӗ пирки те калаҫнӑ. Культура ӗҫченӗсем халӑха паракан пулӑшусем ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Юлашки вӑхӑтра районта иртекен культура мероприятийӗсен шайӗ ỹссе пыни куҫ кӗрет-мӗн. Анчах та ялсенчи культура учрежденийӗсенче туса ирттерекен ӗҫсем иккӗлентереҫҫӗ иккен. Ҫав шутра клубсене каҫсерен уҫманни, халӑха нимӗнпе те кӑсӑклантарманни, хуҫисем ӗҫленӗ пек укҫа илсе ларни пирки пӑшӑрханни те тӗлӗтермӗшех мар-тӑр.
«Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» (2011) тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» (2012) литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ хайлавсене пухса эпир пӗлтӗрех кӗнеке кӑларас шухӑшлӑччӗ. Ӑна илемлетме ятарлӑ конкурс та пуҫарнӑччӗ, анчах калӑплав ӗҫӗ вӑраха тӑсӑлнӑран иртнӗ уйӑхра кӑна хатӗрлесе ҫитерме пултартӑмӑр. «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» ят панӑ кӗнеке ҫак уйӑхӑн 20-мӗш кунӗсенче пичетленсе тухмалла.
Пӗтӗмӗшле кӗнеке 302 страницӑллӑ пулса тухрӗ. Маларах асӑннӑ конкурсри хайлавсем тӑрӑх ӳкерчӗксем те унта кӗнӗ. Кӗнекене Ҫырмапуҫӗнчи (Ҫӗрпӳ районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, Мӑн Вылӑри (Элӗк районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул, Тикашри (Вӑрмар районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, Штанашри (Хӗрлӗ Чутай районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул ачисем хатӗрленӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Кӗнеке хӑтлавне 20–31-мӗш кунсенче, ачасем канма каиччен, ирттерме планланӑ.
Ку пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫӗрле, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ялӗнче пулнӑ. ВАЗ–21140 машинӑпа пыракан полицин участокри уполномоченнӑйӗ ҫулпа пыракан 24-ри каччӑна ҫапса кайнӑ. Ҫапла, кайнӑ. Инкеке лекнӗ ҫамрӑка пулӑшма васкаман вӑл, хӑвӑртрах тапса сикнӗ. Тарма сӑлтавӗ те пулнӑ ҫав — 38 ҫулти полицейски руль умне ӳсӗрле ларнӑ.
Машина ҫапса хӑварнипе ҫуран ҫӳрекен сылтӑм урине хуҫнӑ. Ҫакӑ вӑл сывлӑха йывӑр сиен кӳни шутланать.
Ку ӗҫре кӑсӑклӑ пӗр самант та пур-ха. Малтанласа ку инкекшӗн айӑпа йӗрке хуралҫин арӑмӗ хӑй ҫине илнӗ иккен. Ӳсӗрле руль умне ларнӑ тесе ӑна вырӑнти йӗрке хуралҫисем администратвилӑ майпа явап та тыттарнӑ. Анчах прокуратура тата Шалти ӗҫсен министерствин органӗсем ҫине тӑнипе айӑплине тупса палӑртма май килнӗ иккен. Кун пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Следстви управленийӗн тӗпчевҫи хӗрарӑма административлӑ майпа сӑлтавсӑр айӑпланӑ фактпа яваплисене тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма, шалти ӗҫсен пайӗн яваплӑ ӗҫченӗсене вара явап тыттарма сӗннӗ иккен.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан «Сыны Отечества» организацире тӑракан офицерсем Хӗрлӗ Чутайра тӗлпулу ирттерчӗҫ. «Сыны Отечества» элчисен шутӗнче Афган тата Чечня вӑрҫисене хутшӑннӑ ветерансем: гвардии подполковник Юрий Кудряшов (ӑна «За боевые заслуги» медальпе наградӑланӑ), Чечен вӑрҫине хутшӑннӑ подполковник Валерий Романов (ӑна «За заслуги перед Чувашской Республикой» орденпа чысланӑ) Ҫарпа спорт Союзӗн председателӗ М.Т.Калашникова, Юрий Сапожников, подполковник Игорь Почейкин — ӑна та «За отличие в воинской службе» медальпе наградӑланӑ, поэт, писатель, драматург, запасри подполковник Юрий Григорьевский, «Чавал» ентешлӗх ертӳҫи Александр Самылкин.
Чутай ҫӗрӗ ҫинче ентешсене вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров тата ыттисем кӗтсе илчӗҫ. Пухӑннисем вӑрҫӑсенче пуҫӗсене хунисене асӑнса лартнӑ Мухтав Монуменчӗ умнӗнче шкул ачисемпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Монумент умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Патриотизмла ӗҫсемшӗн Владимир Хохлов афганеца «За помощь и содействие ветеранскому движению» медальпе чысларӗҫ.
«Просвещени» издательстви тӑтӑшах тӗрлӗрен конкурссем ирттерет. Ака уйӑхӗнче «Символы» конкурс иртрӗ. Ӑна Раҫҫейри Британи ҫулне халалланӑ. Конкурса шкул ачисем тата вӗрентекенсем хутшӑнма пултарнӑ.
Конкурса пурӗ 1942 ӗҫ тӑратнӑ, вӑл шутра пирӗн республикӑри Шупашкарти хӑш-пӗр шкул ачисемпе вӗрентекенсен ӗҫӗсем. Конкурссантсен ятарлӑ чӗре ӳкернӗ шаблон ҫине Британи тата Раҫҫей символӗсене 5-шер ӳкерчӗк туса кӑтартмалла пулнӑ, мӗншӗн ку е урӑх символа кӑмӑлланине акӑлчанла 10 предложени ҫырса пӗлтермелле пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкул ачисем те ку конкурса хаваспах хутшӑннӑ, вунӑ вӗренекен ытларах Раҫҫей тата Британи ялавӗсене сӑнарланӑ, Кремль тата Биг Бен, роза тата хурӑн, Британи тата Раҫҫей укҫи, икӗ хутлӑ автобус, телефон будки, матрешка, Чӑваш Республика эмблеми, чӑваш тӗрри...
Ҫак кунсенче кашниех алла Пӗтӗм Раҫҫейри «Символы» конкурса хутшӑнни пирки ӗнентерӳ хутне илчӗ.
Паян сцена ҫине такам та тухать. Хӑшӗсем сӑввине те хӑйсемех ҫыраҫҫӗ, ҫеммине те хываҫҫӗ, юррине те шӑрантараҫҫӗ. Калӑн — тӗлӗнсе каймалла пултарулӑх! Анчах ҫав «шедеврсенчен» хӑшӗсене итлеме тӑрсан хырӑм тытса ахӑлтататасси кӑна юлать. «Эп сана юрататӑп, эс мана юратмастӑн» йышши сӑмахсемлӗ, ансат кӗвӗллӗ юрӑсене радио-телекуравпа та янӑратаҫҫӗ-ха. Анчах, телее, чуна тивекен тарӑн шухӑшлӑ, ҫепӗҫ кӗвӗллӗ юрӑсем те пур-ха. Вӗсенчен хӑшӗсем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ пулин те хӑш чух ҫавсен авторӗсем кам иккенне те пӗлместпӗр.
Акӑ, аса илер-ха Виталий Гордеев хӑй вӑхӑтӗнче шӑрантарнӑ «Ӗмӗр пулӑпӑр пӗрле» юрра. Е тата Иван Христофоров репертуарӗнчи «Икӗ ҫӑлтӑра». Ҫак тата ытти юрӑн авторӗ — Шупашкар районӗнчи Иккассинчи шкулта 30 ҫула яхӑн музыка учителӗнче ӗҫленӗ Анатолий Печников. Анатолий Александрович патӗнче вӗреннӗ ачасем те, тен, хӑйсене епле пултаруллӑ ҫын вӗрентнине пурте пӗлмен-тӗр.
Хӑй вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш__ ялӗнче шӑп та лӑп 60 ҫул каялла ҫуралнӑ. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ пединститутӑн (ун чух ҫав аслӑ шкула хальхи пек университет темен) музыкӑпа педагогика факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ют чӗлхе вӗрентекенӗсем Раҫҫейри Британи ҫулне халалласа темиҫе мероприяти те ирттерчӗҫ. Акан 23-мӗшӗнче районти кашни шкул вӗренекенӗ пӗр-пӗр уяв пирки хӑтлав (презентаци) тӑрӑх, е кӗске спектакль кӑтартса, сӑвӑ-юрӑ юрласа Британи тата Америка уявӗ пирки каласа пачӗ.
Кӑҫал Вильям Шекспир ҫуралнӑранпа 450 ҫул ҫитет, Хӗрлӗ Чутайри Татьяна Романова ун пирки каласа пачӗ, Шекспир сӑввине пӑхмасӑр вуларӗ. Роберт Бернс поэта халалласа чутайсемех ҫак уяв еплерех иртнине сӑнласа пачӗҫ, шотланди ташши, «Забыть ли старую любовь» Бернс сӑввисем вырӑсла тата акӑлчанла янӑрарӗҫ. Хрантсус чӗлхине вӗренекенсем Кристина Яхатина, Олеся Петрова тата Мария Филиппова Француз уявӗсемпе паллаштарчӗҫ. Лапаева Кристина Ҫветтуй Валентин уявӗ ирки каласа пачӗ. Питӗркасси шкул вӗренекенӗ Павел Михуткин пурте юратакан Раштав — Christmas уявӗн Британири пулӑмӗсемпе паллаштарчӗ.
Хусанушкӑнь вӗренекенӗ Марина Токшикова Пӗтӗм Тӗнчери Ҫӗр уявӗ пирки, Ҫӗр планетӑна упрасси пирки тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ.
Хӗрлӗ Чутайри «Человек и природа» (чӑв. Этем тата ҫутҫанталӑк) таврапӗлӳ музейӗнче районти таврапӗлӳҫсен пухӑвӗ иртрӗ.
Пухӑва районти культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, музей директорӗ Елена Чемалинова, районти таврапӗлӳҫӗсем, ветерансен канашӗн пайташӗсем, вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Малтанах пухӑннисем районти таврапӗлӳҫӗсен йышне улшӑнусем кӗртрӗҫ, таврапӗлӳҫӗсен канашне, унӑн ертӳҫи пулма ҫутӗҫ пайӗн ертӳҫине Алексей Порфирьева суйларӗҫ.
Елена Чемалинова районти музей историйӗпе кӗскен паллаштарчӗ: «2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна уҫнӑрӑнпа 35 ҫул ҫитрӗ, ҫак уява ҫу уйӑхӗн 16 -мӗшӗнче уявлама палӑртса хутӑмӑр. Музей йӗркелессипе вырӑнти учитель Валерьян Григорьевич Толстов-Атнарский чылай тӑрӑшнӑ, ӑна 1993 ҫулччен ертсе пынӑ. Музейра ӑна халалланӑ ятарлӑ кӗтес те пур. Хальхи вӑхӑтра кунта 4 пине яхӑн экспонат упранать, музей фончӗ ҫулленех хутшӑнать. Музейра ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ куравсем йӗркелеҫҫӗ. Халӗ, сӑмахран, кунта тӗрлӗ материалсенчен ӑсталанӑ пуканесен «Кукол яркий хоровод» куравне йӗркеленӗ».
Кун пирки Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн сайчӗ пӗлтерет. Ҫаплах пуль ҫав ӗнтӗ — ҫӳп-ҫап пуҫтарассине те ҫавӑн пек шайри пуҫлӑхсем пӑхса-тӗрӗслесе тӑмасӑр май килмест-тӗр ӗнтӗ… «Района хӑтлӑх кӳрессипе ӗҫсем епле пынине тӗрӗслесе тӑрассине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров хӑй ҫине илнӗ», — тесе ҫырнӑ хыпарта.
Хӗрлӗ Чутайсем халӗ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнине тасалӑхра кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ иккен. Вӑрҫӑра вилнӗ салтак палӑкӗсене йӗркене кӗртессипе уйрӑмах ҫине тӑрасшӑн-мӗн.
Паян вара район администрацийӗнче ӗҫлекенсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи техникӑна палӑк евӗр лартса хунӑ вырӑна тирпейленӗ. Ун ҫывӑхӗнчен иртсе каякан тротуара та вӗсем йӗркене кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне Хӗрлӗ Чутай патӗнчи ҫул айккине ҫирӗплетнӗ.
Ыран паллӑ прозаик, публицист, тӑлмач, чӑваш халӑх ҫыравҫи Хветӗр Уяр (Федор Ермилович Уяр) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл 1914 ҫулхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Схури-Матак ялӗнче ҫуралнӑ.
Хветӗр Уяр Самарти чӑваш шкулӗнче, Хабаровскри педагогика техникумӗнче, Благовещенскри тата Чаваш Республикинчи педагогика институчӗсенче вӗреннӗ. Унтан вӑл Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Каярахпа Чӑваш Республикинчи Красноармейски, Ҫӗрпӳ районӗсенчи шкулсенче вӑй хунӑ, Чӑваш радиокомитетӗнче литература ӗҫченӗ пулнӑ. Хветер Уяр ЧАССР Кӗнеке палатинче, «Капкӑн» журнал редакцинче те ӗҫленӗ.
Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ, ӑна Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин I степень орденӗпе, III степень Мухтав орденӗпе, медальсемпе чысланӑ. Федор Ермилович чӑваш литературине пӗчӗк жанрпа кӗнӗ (калавсем, очерксем, фельетонсем…). Пӗрремӗш хайлавӗ 1930 ҫулта пичетленнӗ.
Пӗлтерӗшлӗ кӗнекисенчен пӗри — «Таната» историллӗ романӗ. Ӑна Чӑваш Ен литературовечӗсем кӑна мар, Мускаврисем те, ют ҫӗршыврисем те пысӑк хак панӑ.
Хветӗр Уяр вырӑссен илемлӗ литературине чӑвашла куҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |